Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи финн куҫӗпе пӑхсан (ФҪПЭФ)

Тепӗр хӗрӳ финн

Финсене эпир хӗрӳ тесе калама йышӑннӑ. Шӳтлесе паллах. Эсир нихҫан та чӗрре кӗрекен финна курас ҫук. Лӑпкӑ вӗсем, тӗлӗнмелле лӑпкӑ.
Пирӗн Арто та ҫавнашкал. Чӑн-чӑн финн – чӗмсӗртерех, тӗплӗ, ӗҫчен, сӑпай. Хӑй вӑл яштака, кӑмӑллӑ сӑн-сӑпатлӑ. Вӑрӑм ҫӳҫпе ҫӳрет, ытларах чухне пӗр ҫӗре пуҫтарса ҫыхать.
Ансат тумланать: «Suomen kielen seura» тесе ҫырнӑ футболка (хайхи хамӑрла каласан «Финн чӗлхин пӗрлешӗвӗ»), хура джинс. Ӗҫе, Турку хулин университетне, велосипедпа ҫӳрет, машини пур пулсан та. Кунта ҫапла йышӑннӑ. «Fennicum» ятлӑ ҫуртра унӑн хӑйӗн ӗҫ пӳлӗмӗ пур: компьютер, кӗнекесем, ытти-хӗтти.
Ирпеле саккӑртан пуҫласа каҫхи тӑваттӑччен ӗҫре курма пулать Артона. Ҫак вӑхӑтра унӑн алӑкӗ яланах яри уҫӑ. Кӑнтӑрлахи апата тухмасть вӑл, кофеленет те аптрамасть. Ӗҫӗ ҫав тери интереслӗ пуль, апатланма та вӑхӑчӗ ҫукрах ав.
Пӗрре ҫапла Арто алӑкӗ хупӑччӗ. Мӗн пулнӑ та мӗн пулнӑ? Сӑлтавне кайран пӗлтӗмӗр: «Ман пуҫ ыратнӑ, ҫавӑнпа юлса килтӗм». Тӗрӗсне калать вӑл. Финсем суйма пӗлмеҫҫӗ. Эпӗ финн словарьне ятарласа та уҫса пӑхнӑ вӗсен чӗлхинче «суй» сӑмах пур-и-ха тесе. Тӗлӗнмелле те, анчах ҫак путсӗр сӑмах финн чӗлхинче пур иккен.
Финсене хӗрӳ тесе калани ӑнсӑртран мар пуль. Ноябрь уйӑхӗ. Эпӗ хулӑн тӑхӑннӑ, пур пӗр шӑнатӑп. Пӑхап – юнашар свитер тумланнӑ хӗрсемпе каччӑсем утса ҫӳреҫҫӗ. Ҫӳҫенсе илетӗп те хӑвӑртрах кофе ӗҫме кафене кӗрсе каятӑп. Финсем чӑнах та хӗрӳ халӑх.

Арто хӑй ҫинчен каласа парать

Эпӗ Арто ятлӑ. Ман хушамат – Мойсио. Мойсио вӑрман варринчи суха тенине пӗлтерет. Пирӗн кунта кашнин хушамачӗ ҫапла: Сааринен – утрав, Луутонен – пӗчӗк шӑпӑр, ӳлитало – ҫӳлти ҫурт т. ыт. те.
Эпӗ 1960-мӗш ҫулта ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫ Финляндире ҫуралнӑ. Ман тӑван хула – Вааса. Турку университетӗнче Алхо Алхониеми профессор патӗнче ҫармӑс чӗлхи вӗреннӗ. 1998-мӗш ҫултанпа философи лицензиачӗ. Ӗҫ вырӑнӗ –Турку университечӗ тата Хельсинкире вырнаҫнӑ Финлянди чӗлхисен ӑслӑлӑх центрӗ. Ҫармӑс чӗлхин вырӑнти калаҫӑвӗсен сӑмах кӗнекине ҫыратӑп. Ку ӗҫ, пине яхӑн страницӑран тӑракан нимӗҫле хатӗрленӗ словарь, вӗҫленнӗпе пӗрех. Малтан Сиркка Сааринен ҫырнӑ ҫак кӗнекене, кайран, ӑна финн-угор кафедрин пуҫлӑхне лартсан, эпӗ тытӑнтӑм. Халӗ ҫӗнӗ тӗпчев пирки шутлатӑп.

Арто чӑваш куҫӗпе пӑхсан

Арто нумай чӗлхе пӗлет: финла, шведла, нимӗҫле, акӑлчанла, ҫармӑсла… Ҫармӑсла калаҫать те, ҫырать те. Тахҫан Йошкар-Олара «Ончыко» журналта унӑн пӗр ӗҫӗ те пичетленсе тухнӑ. Ҫав ӗҫ ум сӑмахӗнче ятарласа каласа хӑварнӑ: ҫапла-ҫапла, финн ҫырать, эпир вӑл мӗн ҫырнине пӗр улшӑну та кӗртмен. Тӗлӗнмелле. Финсен характерӗ ҫавнашкал: хӑв тӑвакан ӗҫе питӗ чаплӑ тумалла. Тӑваҫҫӗ те.
Ҫулталӑкран-ҫулталӑка вырӑнти калаҫу кӗнекине хатӗрленӗ хушӑрах Арто темиҫе финла-ҫармӑсла словарь пичетлесе кӑларма мехел ҫитернӗ. Ман библиотекӑра пур пӗри. Тепӗр чухне усӑ курма тивкелет. Тавах Артона.
Чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланасси ҫармӑс чӗлхинченех пуҫланнӑ. Пирӗн чӗлхесем хушшинче пӗр пеклӗх чылай. Хӑй вӑхӑтӗнче чӑваша тӗрӗк мар, Атӑл ҫи финӗсем тесе ӑнсӑртран хакламан-тӑр. Хӑй тӗллӗн чӑвашла вӗренсе ҫитнӗ Арто. Пӗррехинче вара финла-чӑвашла сӑмах кӗнекипе чӑваш грамматикине ҫырса пӑрахнӑ. Хӑҫан та пулин кун ҫути кураҫҫех пуль. Хальлӗхе ҫав ӗҫе пысӑк хак парса хӑварӑпӑр кӑна. Эп вуласа курнӑ вӗсене. Йӑнӑш ҫук, интереслӗ. Пирӗн культурӑшӑн та, тӗрӗк пӗлӗвӗшӗн те хаклӑ тӗпчев.
Арто арӑмӗ шкулта ӗҫлет, ача-пӑчана ал ӗҫ ӑсталӑхне вӗрентет. Вӗсен икӗ ывӑл. Асли ҫирӗмрен иртнӗ, вӑл.уйрӑлса тухнӑ ӗнтӗ. Финсен йӑли ҫапла – ача-пӑчан шкул хыҫҫӑнах хӑй хваттерне пурӑнма куҫмалла. «Мӗнле пурнать-ха вӑл?» – ыйтатӑп Арторан. «Лайӑх пурнать. Вӗренет, ӗҫлет», – теессе кӗтетӗп. Вӑл калать: «Пӗлместӗп». Ним калама аптӑратӑп. Пирӗншӗн кун пек хурав чӑнах тӗлӗнмелле пек, финсемшӗн апла мар. Финсем ирӗклӗхе хисеплеҫҫӗ.
Ман киле тавӑрӑнмалли вӑхӑт ҫывхарса пырать. Арто вӑрах вӑхӑт чирлесе пурӑнчӗ. Мӗнле-ха капла, шутлатӑп эпӗ, халь ман Артопа сыв пуллашмасӑрах каймалла пулать-и-ха? Йорма ӗҫтешӗме калатӑп: «Атя Арто патне кайса килетпӗр, чирлет вӗт». Йорма хирӗҫлет: «Пире чӗнмен. Унӑн кил-йышӗ пур. Пӗччен пурӑнать пулсан кайса килмеллеччӗ. Эсӗ финн мар, сана юрать»…

Tšuvassin kieli on vaikea

Финн куҫӗпе пӑхсан чӑваш чӗлхи чӑнах та ансат мар. Чӑ сасӑ хӑрушла йывӑр, ҫӑ та ҫавӑн пекех. Ы пирки каламастпӑр та. Фонетикӑсӑр пуҫне пирӗн синтаксис та пур...
Эпир хамӑр хушӑра пур-пӗрех чӑвашла калаҫаттӑмӑр. Чӑваш чӗлхи пире пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтаракан чи ансат хатӗрччӗ, Арто ун пирки час-час vaikea-йывӑр тетчӗ пулсан та.
Хӑйне сӑмах парар. Пӗррехинче Арторан электронлӑ ҫыру илнӗччӗ. Акӑ вӑл пӗр улшӑну-тӳрлетӳсӗр:
«Эдуард, салам.
Йорма киле таврӑнса ҫитрӗ тата санран парне мана панӑ. Пысӑк тавтапуҫ почта маркишӗн. Вӑл мана питӗ кӑсӑк тата манӑн альбомра вырӑн илет.
Арто Мойсио».
Арто кӗҫӗн ывӑлӗпе марка пуҫтарать. Эпӗ вӗсене пулӑшкалатӑп. Ҫавӑн пирки сӑмах пырать кунта. Ахальли мар, финн ҫыннин чӑвашла сӑмахӗ. Мӗн тери хитрелӗх!
Ҫынни те хитре, чӗлхи те.
Арто Мойсио, чӑваш чӗлхине тӗпчекен хальхи финн ӑслӑлӑхҫи.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-04-21 11:31:24 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2327 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем